Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрҫӑ хирӗнчен пӗри ҫеҫ таврӑннӑ

Станьял ҫамрӑкӗсем Ишлейри военкомат патӗнче<<
Ҫак сӑнӳкерчӗке Ишлейри военкомат патӗнче 1939 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче ӳкернӗ. Тӑрантас ҫинче ларакансем — Станъяль ҫамрӑкӗсем (сулахайран сылтӑмалла) Дмитрий Эльман (ямшӑк), Фадей Улеев, Федор Николаев тата Иван Улеев, Семен Улеев. Федорпа Иван вӑрҫӑ пуҫлансанах ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Иван 1942 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Сталинград патӗнчи хаяр ҫапӑҫура пуҫне хурать. Федор вара 1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалать.
Вӑрҫӑ пуҫлансан малтанхи кунсенчех Дмитрипе Афанасий ҫара каяҫҫӗ. Афанасий 1941 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухалать. Часах Фадейпа Семен Улеевсем те ҫар ретне тӑраҫҫӗ. Семен 1942 ҫулхи февралӗн 18-мӗшӗнче Тверь облаҫӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хурать. Вунтӑхӑр ҫулхи каччӑна Лебзино ялӗнче пытараҫҫӗ. 20 ҫулхи Фадей та 1942 ҫулта хыпарсӑр ҫухалать. Ҫапла вара вӑрҫӑ хирӗнчен Дмитрий Эльман ҫеҫ таврӑнать. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл ҫемье ҫавӑрать. Виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ вӗсем. Ывӑлӗсем пурте ҫара юрӑхлӑ пулаҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ мӑнукӗсем те ӳсеҫҫӗ.
Улеевсен пилӗк ывӑлӗнчен Александр ҫеҫ фронтран каялла таврӑнать. Вӑл «XX лет Чувашии» колхоз председателӗнче вӑй хурать, унтан Анат Кӗнер шкулӗнче учитель пулса ӗҫлет.
Юлашки вӑхӑтра Александр Улеевӑн пилӗк мӑнукӗ умлӑ-хыҫлӑ ҫар ретӗнче пулчӗҫ. Пурте ҫирӗп чунлӑ, ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫынсем — Тӑван ҫӗршыва яланах хӳтӗлеме кар! тӑракансем.
>>Владимир Верков, Станьяль, «Тӑван Ен», 2010, пуш, 19-25.>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-27 18:09:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4574 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем